Чӑваш чӗлхи 8 класс.
план-конспект урока

Вӗрентӳ тӗллевӗ: пӗр йышши членсем çинчен кӗçӗн классенче вӗреннине аса илесси; предложенири пӗр йышши членсем хушшинчи çыхӑнӑва кӑтартасси; тӗрлӗ йышши хӑнӑхтарусем урлӑ илнӗ пӗлӗве ӑша хывасси.

Аталантару тӗллевӗ: ачасен логикӑлла шухӑшлав ӑсталӑхне çирӗплетесси; калаçу чӗлхине аталантарасси.

Сапӑрлӑх тӗллевӗ:тимлӗ пулма, çут çанталӑка юратма , упрама вӗрентесси.

Урок мелӗсемпе меслечӗсем: учитель сӑмахӗ, ыйту-хурав, калаçу, шырав.

Пуплеве аталантарасси: шухӑша çирӗплетесси, ыйтусене тӗрӗс ӑнланса хуравласси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavash_chielhi_8_klass.docx15.51 КБ

Предварительный просмотр:

Чӑваш чӗлхи 8 класс.

Урок теми: Пӗр йышши членсем.

Вӗрентӳ тӗллевӗ: пӗр йышши членсем çинчен кӗçӗн классенче вӗреннине аса илесси; предложенири пӗр йышши членсем хушшинчи çыхӑнӑва кӑтартасси; тӗрлӗ йышши хӑнӑхтарусем урлӑ илнӗ пӗлӗве ӑша хывасси.

Аталантару тӗллевӗ: ачасен логикӑлла шухӑшлав ӑсталӑхне çирӗплетесси; калаçу чӗлхине аталантарасси.

Сапӑрлӑх тӗллевӗ:тимлӗ пулма, çут çанталӑка юратма , упрама вӗрентесси.

Урок мелӗсемпе меслечӗсем: учитель сӑмахӗ, ыйту-хурав, калаçу, шырав.

Пуплеве аталантарасси: шухӑша çирӗплетесси, ыйтусене тӗрӗс ӑнланса хуравласси.

Урок юхӑмӗ

1.Урока йӗркелесе ярасси. Паянхи урока эпӗ ваттисен сӑмахӗнчен пуçласшӑн «Пӗлсен –çӑмӑл, пӗлмесен йывӑр». Мӗнле ӑнланатӑр эсир çак ваттисен сӑмахне? Паян эпир кашни ӗçе хак парса пырӑпӑр.

2.Сӑмахсар ӗçӗ ирттересси. Кайӑк ячӗене чӑвашла-вырӑсла çыратпӑр.(слайд)

Çерçи-воробей, кӑвакарчӑн- голубь, чакак-сорока, ула такка-дятел, уйӑп-снегирь, кӑсӑя-синица, ула курак-ворона,тӑмана- сова.Çак кайӑксене пӗтӗмлетсе каласан мӗнле пулать-ши?( хӗл каçакан кайӑксем).Пирӗншӗн ку ӗç мӗнле пулчӗ?

3.Килти ӗçе тӗрӗслени. Сирӗн хӑвӑра килӗшекен пӗр те пӗр кайӑк çинчен калав çырса килмеллеччӗ.Кам вуласа парас тет? Хӑвӑр ӗçӗре хак парӑр?

4.Çӗнӗ темӑна ӑнлантарни. Паян эпир сирӗнпе  «Пӗр йышши членлӑ предложенисем» çинчен калаçӑпӑр.Ӑнлантару диктанчӗ çырӑпӑр.

Пирӗн пахчара хӑяр,купӑста,кишӗр, çӗр улми ӳсет.(подл.) Вӗренме эпӗ Шупашкара е Мускава каясшӑн.(вырӑн обст.) Эпӗ атте-аннене, çуралнӑ яла, тӑвансене, хамӑр çӗр-шыва ытарайми юрататӑп.(доп.) Колхоз клубне чакӑр куçлӑ, ватӑрах,  кӑвак костюм тӑхӑннӑ артист кӗчӗ.(опред.) Хырсем, чӑрӑшсем вӗçӗмсӗр кашлаççӗ, авӑнаççӗ, силленеççӗ,пӗр-пӗрин çумне тайӑнаççӗ.(подл.сказ)Пӗр йышши членсен ярӑмӗ иккӗ.

Слайд. Предложенири сӑмахсем икӗ тӗрлӗ çыхӑнура :сыпӑнуллӑ тата пӑхӑнуллӑ çыхӑнура пулаççӗ. Пӑхӑнуллӑ  çыхӑнура пӗр сӑмах теприне пӑхӑнтарса тӑрать. Пӗр йышши членсем сыпӑнуллӑ çыхӑнӑва кӗреççӗ, пӗр-пӗрне ӑнлантармаççӗ.  Пӗр йышши членсем пӗр-пӗринпе тан, пӗр сӑмахран тухакан ыйтӑва хуравлаççӗ, çав сӑмахпа çеç çыхӑнаççӗ. Предложенири тӗп член та, кӗçӗн член та пӗр йышши пулма пултарать. Пӗр йышши членсен ӑнлантару сӑмахӗсем пулма пултараççӗ. Пӗр йышши членлӑ редложенире интонации япаласене шутланӑ чухнехи евӗр пулать.

Пӳлӗм варринче çавра çӑка сӗтел ларать.

Ку предложенире икӗ определении, вӗсенчен пӗри сӗтел япала ятне çеç ӑнлантарать, тепри- çӑка сӗтел пӗрлешӗвӗ. Вӗсен çыхӑнӑвне схемӑласа кӑтартма пулать. Кунашкал членсене пӗр йышши членсене каланӑ пек (урӑхла каласан, хисеплесе кайнӑ чухнехи пек) каламаççӗ, çырура та запятойпа уйӑрмаççӗ.

5.Кану саманчӗ.

6.Çирӗплетӳ. 1-мӗш хӑнӑхтарупа ӗçлесси, вуласси, словарь ӗçӗ иртересси: çурçӗр пӑланӗ – олень, кайӑк сысна – кабан, пакша – белка, изюбр, кӑш – соболь, тигрсем . Пӗр йышши членсене тупасси: 2-мӗш хӑнӑхтарупа ӗçлесси. Панӑ схемӑсем тӑрӑх пӗрер тӗслӗх тупӑр

Пирӗн пахчара улмуççи, груша, чие, çӗмӗрт йывӑççисем ӳсеççӗ.

Кайӑксем пӗр-пӗрин енне мӑйӗсене тӑсса пӑхаççӗ те юрлаççӗ.

- Ку ӗç пирӗншӗн мӗнле пулчӗ?

7.Слайд. Вулӑр. Икӗ хут калакан сӑмахсене тупӑр, вӗсене мӗн тӗллевпе икӗ хут каланине, мӗнле член пулнине ӑнлантарӑр. Икӗ хут каланине литература ӑслӑлӑхӗнче мӗн теççӗ?

1.Лапка.лапка юр çӑвать.

Мулкач сикет, ймр тӑвать.(М.Фед.)

2.Хӗртет,хӗртет хӗрӳ хӗвелӗ,

Пурне те савӑнӑç кӳрет.(Тукташ)

3.Каять.каять –çулӗ çук,

Касать,касать- турпас çук.(Ткп.юм.)

4.Эпир шавла.шавла пӗве хӗррине анатпӑр.(Медв.)

5.Касатӑп,касатӑп –юнӗ тухмасть, каятӑп, каятӑп- йӗр юлмасть.(Туп.юм.)

Калас шухӑша ытларах, витӗмлӗрех палӑртма пуплевре пӗр-пӗр сӑмаха икӗ хут калаççӗ. Икӗ хут калани япала нумаййине пӗлтерет, пӗр-пӗр палла вӑйлатса кӑтартать, хисеп паллах маррине, ӗç нумай вӑхӑта тӑсӑлнине кӑтартать, анчах пӗр йышши член пулмасть. . Икӗ хут каланине литература ӑслӑлӑхӗнче повтор теççӗ.

8. Пӗтӗмлетӳ.

9.Килти ӗç. 3-мӗш хӑнӑхтару, стр.83.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Авторские произведения учащихся литературного кружка "Вдохновение" (Виктория Баева (6-8 класс), Софья Орлова (8-9 класс), Яна Масная (10-11 класс), Надежда Медведева (10-11 класс)

Авторские произведения учащихся литературного кружка "Вдохновение" (Я. Масная (10-11 класс), Н. Медведева (10-11 класс), В. Баева (6-8 класс), С. Орлова (8-9 класс)...

Рабочая программа по географии на основе авторской программы Т.П. Герасимовой 6 класс), И.В. Душиной (7 класс), И.И. Бариновой (8-9 классы) при нагрузке 2 часа в каждом классе основной общеобразовательной школы

Программа содержит пояснительную записку, перечень мультимедийного обеспечения для использования на уроках географии, также содержит обязательный региональный компонент по географии Ростовской области...

Рабочие программы по математике для 5 класса, по алгебре для 8 класса. УМК А. Г. Мордкович. Рабочие программы по геометрии для 7 и 8 класса. Программа соответствует учебнику Погорелова А.В. Геометрия: Учебник для 7-9 классов средней школы.

Рабочая программа содержит пояснительную записку, содержание учебного материала, учебно - тематическое планирование , требования к математической подготовке, список рекомендованной литературы, календа...

Рабочая программа по направлению: "Швейное дело" 6 класс 2018-2019г., 7 класс 2019-2020г., 8 класс 2020-2021г., 9 класс 2021-2022г.

Рабочая программа по направлению: "Швейное дело" 6 класс 2018-2019г., 7 класс 2019-2020г., 8 класс 2020-2021г., 9 класс 2021-2022г....

КТП 5 класс ФГОС 2019-2020,РП 5 класс ФГОС 2020-2021, РП 5 класс ФГОС 2021-2022 , РП 6 класс ФГОС 2022-2023

Учебник алгебра 5 класс. Авторы : Г.В. Дорофеев , С.В. Суворова, Е.А. Бунимович , Л.В. Кузнецова , С.С. Минаева, Л.О. Рослова....