конспект урока
план-конспект урока (6 класс)
Предварительный просмотр:
Тема: Евěрлев сăмахě.
Пěлÿ тěллевě: 1.Мěн вăл евěрлев сăмахě;
2.Мěнле мелпе пулать;
3.Синтаксис палли.
Урок тěсě: Çĕнĕ темăна ăнлантармалли урок.
Сапăрлăх тěллевě: Калаçура тата çырура евěрлев сăмахěсемпе тěрěс усă курасси, çут çанталăка сăнама вěренесси.
Пуплеве аталантарасси:
- ачан çыхăнуллă пуплевне аталантарасси;
- текст тăрăх ěçлес хăнăхăвне аталантарасси;
- пěтěмлетÿсем тума хăнăхтарасси;
- тупмалли юмахсемпе ěçлесси;
- сасăпа илемлě вуласси;
- евĕрлев сăмахĕсене тупасси;
- ÿкерчĕк тăрăх ĕçлесси;
- ыйтусем çине хуравласси;
- хайлав çырма хатěрленесси, сăмах çаврăнăшěсемпе усă курасси.
Аталану тěллевě:
- ачасан шухăшлавне аталантарасси;
- юрă итлеттерсе ачасен çут çанталăка юратас туйăма аталантарасси.
Урок мелěсемпе меслечěсем:
- учитель сăмахě;
- тишкерÿллě вулав;
- ыйту-хурав;
- калаçу;
- пěрин хыççăн тепри вулани;
- шырав ěçě;
- ăшри вулав;
- ушкăнпа ěçлени;
- прблемăна ушкăнпа сÿтсе явни;
- пултару ěçě;
- слайдсемпе ěçлени;
- танлаштару;
- словарь ěçě;
- ачасен пěтěмлетěвě;
- хăвăрт хурав;
- учитель пěтěмлетěвě;
- урок темине çывăх суйласа илнě юрă;
- магнитофонпа усă курни
Курăмлăх хатěрěсем:
компьютер, мультимедиа проектор, экран, магнитофон, кассета «Хĕл илемĕ», магнитофон;
урокра усă курмалли слайдсем;
тест
Словарь ěçě: Евěр,евěрлě—похожий, схожий, подобный.
Евěрлев сăмахě—подражательные слова.
с х
а у
с с
-- к
ч а
ě н
в ă
е в
а
ш
ă п
в ě
- л
ш т
а е
в р
а ет
ЯЯяя
1. Тупмалли юмахсен тупсăмне тата евěрлев сăмахěсене тупăр.
1. Лăпсăр-лапсăр кинěм пур,килен-каян чуп тăвать. (Ал шăлли)
2. Шăнкăр-шăнкăр туй килет. (Кăвар туртни)
3. Хÿри тукмак, шăлě шак-шак. (Кашкăр)
4. Ши! кайрě, пи! кайрě, çÿле кайрě, йăва çавăрчě, çăмарта турě. (Хăмла)
5. Йăлтăр-йăлтăр, шăнкăр-шăнкăр, вěл-вěл! (Çуркунне)
6. Ак-ланк, чак-ланк, шăл-танк, таш-ланк. (Çăра)
7. Унта та чк! чк!, кунта та чк! чк! тăмпи, тăмпи, тăмп! тăмп! (Тумлам)
8. Ши! шăхăрчě, пи! турě, çăка хыçне пытанчě. (Аслатипе çиçěм)
9. Лăпсăр-лапсăр лăпăска, хирěç пулана ачашлать. (Çил)
- Тивěçлě евěрлев сăмахěсем хушса çырăр:
- …шăхăрчě (шик)
- …чěкеçсем (чěвěл-чěвěл)
- …улать (у-у-у)
- …кашлать (каш-каш)
- …шакаççě (шак-шак)
- …вěлкěшет (вěл-вěл)
- куçě… тăвать (мăч-мăч)
- … калаç (шăкăл-шăкăл)
- ялав… вěçет (вěл-вěл)
- килти… кушак (мăр-мăр)
- юр… ÿкет (пăт-пат)
3. Синктасис палли. Предложенисенче евěрлев сăмахěсем мěнле членсем пулаççě?
1)Вăш-вăш çил чÿрече каррисемпе вылять.(определени)
2)Ман çине кăн-н пăхрě. (обстоятельство)
3)Пуçтарас çак лăпăр-лапăрсене. (дополнени)
4)Салтак юррин ян-янě илтěнет вăл аякра. (подлежащи)
5)Шывě те шăнкăр-шăнкăр. Çилě те вăштăр-вăштăр. (
4. Физкультура тăхтавě туса илни
Вěçрě салакайăк,
Ларчě çул çине,
Сиккелет пит çăмăл:
Чăлт,чăлт,чăлт!
Сиккелет, çÿрет вăл,
Пěрчěсем пухать.
Юррине юрлать вăл:
Чим,чим,чим!
Сиккелех, вěçех эс:
Чăлт,чăлт,чăлт!
Юрруна юрла эс:
Чим,чим,чим!
Евěрлев сăмахěсене çырура çырасси:
- Сасă вăрăммăн илтěннине палăртма икě-виçě пěр пек сас палли çырма юрать. Ун пек чухне пěр пек сас паллисем хушшине кěске йěр лартаççě:
ши-и-и! шан-н, ту-у-ут!
- Сасă е хускану вăйлă пулнине палăртма евěрлев сăмахě хыççăн кăшкăру палли лартаççě, малалли сăмахне пěчěк сас паллипе пуçласа çыраççě:
Вăл мана çанăран карт! туртрě.
- Сасăсем темиçе хут е тěрлě майпа пулнине палăртма евěрлев сăмахěсене кěске йěрпе çыраççě:
вěл-вěл, кăн-кан, йăлтăр-ялтăр.
- Экран çинче предложенисем, сирěн сиктерсе хăварнă евěрлев сăмахěсене тупмалла.
- Лисукпа Верук савăнăçлăн (…-…) калаçса утаççě.
- (…-…) çил чÿрече каррисемпе вылять.
- Çав вăхăтра грузовик (…-…-…!) кăшкăртрě.
- Халăх (…-…!) кěрлесе кайрě.
- Витерен кăларнă ěнесем пуçěсене çěклесе(…-…) сывласа илеççě.
- Сасартăк урам енчи хапхаран(…-…-…) шаккани илтěнчě.
- (…-…,…-…) вěлкěшеççě кěпе аркисем, (…-…) шăнкăртатаççě кěмěл тенкěсем, (…-…-…) пěр харăс сасă параççě хěрсен аттисемпе пушмакěсем.
Тěслěх:
(шăкăл-шăкăл; вăш-вăш; тут-тут-тут!; кěр-р!; мăш-мăш; шак-шак-шак; вăр-р, вăр-р, шăнкăр-шăнкăр, шак-шак-шак).
6. Вăйă выляса илěпěр.Кашнин сас-чěвне, шăв-шавне, хусканăвне тупăр?
7. Графикăлла диктант. Евĕрлев сăмахĕсем мĕнле член пулнине графика туса кăтартăр.
Ивансен хам-хамĕ(подл.), шăкăл-шăкăл калаç(обст.), шăнкăр-шăнкăр çăл куç(опред), янкăр тăрă(опред.), шан-н тутарчĕ(обст.), мăкăртатакан ача(опред.), утти чăштăр-чăштăр(сказуем.), калаçтарас çак чĕвĕлтисене(доп.), çăтăр-çăтăр илтĕнет(под.).
обст.
доп.
опред
сказ.
под.
8. Тÿнтермĕшсене тепĕр май çавăрса
(тÿрлетсе) вулăр.
Улăхра шапа вĕçет, (кайăк)
Пулă уй-хирте пырать. (трактор)
Трактор кÿлĕре ишет, (пулă)
Кайăк нăрăран тарать. (нăрă шапаран)
Ку-ку! Ку-ку тенине (ку-ка-ре-ку!)
Илтрĕ сурăх ирхине.
«Лайăх юрă, - терĕ, - ку».
Макăрчĕ: «Ку-ку, ку-ку». (ме-ме-ме!)
Шăши тытнă кушака (кушак)
Пĕрре тĕксĕм каçхине.
Çăмламас упа çÿрет: (йытă)
«Хам-хам-хам!» - тесе вĕрет.
Ăна йытă хăратать: (упа)
«У-у-у!» - тесе улать.
П.Ялкир.
- “ Хěл илемě” юрра итлесе унти евěрлев сăмахěсене палăртасси.
Хěл илемě
Сăвви И.Тукташăн Кěвви А.Орлов-Шуçăмăн
Вăш-вăш, вăш-вăш, ай, çил вěрет,
Каш-каш, каш-каш вăрман кашлать.
Шур сухаллă Хěл мучийě
Питрен-куçран, ай, хыпашлать.
Ух! шеремет.
Çил ачисем сиккипелле
Кěртсем тăрăх чупкалаççě.
Мěнпур хăрăк туратсене
Турта-турта хуçкалаççě.
Шарт! тутараççě.
Армак-чармак ват юманě
Шухă çилпе, ай, тавлашать.
Чěрик-чěрик чěриклетсе,
Аллисемпе сулкалашать.
Ух! тăрмашать.
Тулли уйăх пěлěт çине
Хуллен-хуллен шуса тухать,
Лăпкă-лăпкă ялсем çине
Ылтăн-кěмěл пěрчи сапать.
Их! сапалать.
Килте “Хěллехи вăрман” ятлă сочинени çырăр.
Тест
(тăватă хуравран пěри кăна тěрěс)
- Çут çанталра пулса иртекен сас-чěве, шăв-шава, тěрлě сăнлăхсемпе хусканусене евěрлесе кăтартакан пуплев пайне
1.1. Глагол теççě
- Паллă ячě теççě
- Наречи теççě
- Евěрлев сăмахě теççě
- Хăшě евěрлев сăмахě
- Шăнкăртатать
- Ах!
- Куккук
- Пěт-пěл-тěк
- Сас-чÿ е хускану хăвăрт пулнине палăртма евěрлев
сăмахěсенче сасăсем мěнле пулаççě?
- Кěске
- Вăрăм
- Пěчěк
- Сарлака
- Сас-чỹ е хускату тăсăмлă пулнине палăртма евěрлев сăмахěсенче сасăсене мěнле калаççě?
- Тăсса
- Кěскетсе
- Вăрăмлатса
- Вěрсе
- Сас-чÿ е хускану нумая пынине, темиçе хут е тěрлě майлă пулнине палăртма евěрлев сăмахěсене мěнле калаççě?
- ик-виçě хут тата мăшăрлатса
- Пěр хут
- Тăсса
- Кěске
- Евěрлев сăмахěсем
- Вěçленеççě
- Сăпатланмаççě
- Предложени членěсем пулаççě
- Вěçленмеççě, сăпатланмаççě, предложени членěсем пулаççě.
- Евěрлев сăмахě ытларах мěнле пуплев пайěсемпе çыхăнса тăрать, вěсене ăнлантарать?
- Япала ячě, наречи
- Глагол, местоимени
- Япала ячě, глагол, паллă ячě
- Паллă ячě, татăк
- Çырура евěрлев сăмахěсенче сасса вăрăм илтěннине мěнле палăртаççě?
- Ик-виçě пěр пек сас палли çырма юрать
- Пěр сас палли çыраççě
- Кăшкăру палли лартаççě
- Нимěнпе те палăртмаççě
- Сасă е хускану вăйлă пулнине палăртма евěрлев сăмахě хыççăн мěн тумалла?
- Икě сас палли çырмалла
- Ыйту палли лартмалла
- Кăшкăру палли лартаççě
- Сăмах хыççăн кăшкăру палли лартаççě, малалли сăмахне пěчěк сас паллипе пуçласа çыраççě.
- Сасăсем темиçе хут е тěрлě майпа пулнине палăртма евěрлев сăмахěсене
- Тирепе çыраççě
- Кěске йěрпе çыраççě
- Нумай точка лартаççě
- Скобкăпа çыраççě
- Евěрлев сăмахěсен çак сасă тытăмě(хухухх) хăш йěркери сăмахпа килěшÿллě пулать?
- Пик-пик
- У-у-у
- Йăлтăр
- Кăчăрт
- Чěвěл-чěвěл
- Курак
- Шăнкăрч
- Чěкеç
- Чакак
- Хăш йěркери евěрлев сăмахне тěрěс çырнă?
- Вěллллл!
- Тууут
- Ши-и-и!
- Янн
- Евěрлев сăмахě мěнле пуплев пайěпе çыхăннă?
Вăш-вăш çил чÿрече каррисемпе вылять.
- Глагол
- Япала ячě
- Паллă ячě
- Местоимени
- Панă предложенири евěрлев сăмахě мěнле член пулать?
Лăпсăр-лапсăр кинěм пур, килен-каян чуп тăвать.
- Дополнени
- Определени
- Подлежащи
- Обстоятельство
- Тěслěхри евěрлев сăмахě мěне пěлтерет?
Вăл мана çанăран карт! туртрě.
- Сасса
- Хусканăва
- Шава
- Евěрлеве.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
План - конспект урока в форме презентации в программе Power Point на немецком языке по теме " Немецкая пресса для подростков" и конспект урока в программе Word к УМК И.Л.Бим., Л.В.Садомовой " Шаги 5" для 9 класса.
Презентация конспекта урока на немецком языке в программе Power Point по теме "Немецкая пресса для подростков" и конспект в программе Word показывают некоторые приёмы работы по теме "СМИ" ...

ПЛАН-КОНСПЕКТ УРОКА План-конспект урока в 11 классе «Фотоэффект. Применение фотоэффекта.»
Урок с использованием ЭОР. В изучении нового материала используется информационный модуль "Фотоэффект" для базового уровня старшей школы. В практический модуль входи...
Конспект урока литературы на тему:"Проблема счастья в поэме Н.А.Некрасова"Кому на Руси жить хорошо",конспект урока литературы на тему:"Жизнь и творчество М.Цветаевой"
конспект урока по литературе .Работа в группах...
План-конспект урока № 68 по физической культуре для учащихся 10 класса МБОУ гимназии «Интеллект». Ессентуки Ставропольского края по теме волейбол. Конспект открытого урока по физической культуре для учащихся 7 классов.
Проводил урок: учитель высшей категории Антонов Петр Андреевич.Раздел учебной программы: Спортивные игры.Тема урока: Волейбол, ИКТ...
План-конспект урока № 68 по физической культуре для учащихся 10 класса МБОУ гимназии «Интеллект». Ессентуки Ставропольского края по теме волейбол. Конспект открытого урока по физической культуре для учащихся 7 классов.
Проводил урок: учитель высшей категории Антонов Петр Андреевич.Раздел учебной программы: Спортивные игры.Тема урока: Волейбол, ИКТ...
План – конспект урока по физической культуре в 7 классе Тема: «Баскетбол. Ловля, передача и ведение мяча» План – конспект урока по физической культуре в 7 классе Тема: «Баскетбол. Ловля, передача и ведение мяча»
Цель урока: Развитие новых умений и навыков при игре в баскетбол, воспитание дисциплинированности.Задачи урока: 1. Совершенствование техники выполнения передачи мяча ...

Конспекты уроков фитбол - гимнастика.Конспекты уроков по флорболу.Статьи: "Влияние физических упражнений на здоровье школьников","Профилактика травматизма на урока ФК".
Материал содержит комплексы упражнений с фитболом....

















































