Урок конспектчĕ
план-конспект урока (5 класс)

Николаева Людмила Юрьевна...

Сапăрлăх тĕллевĕсем: тăван тавралăха юратма, кĕркунне пулса иртекен улшăнусене сăнама хăнăхтарасси, кайăксене упрама, пулăшма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем: вĕреннĕ йывăçсен, пахча çимĕçсен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, пуплевре усă курма вĕрентесси. Шухăша пĕтĕмлетме хăнăхтарасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем:  хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), компьютер, проектор.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл kerkunne_citre.docx22.29 КБ

Предварительный просмотр:

                                           Урок конспектчĕ

Урок теми: «Кĕркунне çитрĕ»

Сапăрлăх тĕллевĕсем: тăван тавралăха юратма, кĕркунне пулса иртекен улшăнусене сăнама хăнăхтарасси, кайăксене упрама, пулăшма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем: вĕреннĕ йывăçсен, пахча çимĕçсен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, пуплевре усă курма вĕрентесси. Шухăша пĕтĕмлетме хăнăхтарасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем:  хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), компьютер, проектор.

Урок тĕсĕ: урок конкурс.

Урок юхăмĕ

1. Урока йĕркелени.

-Ырă кун, ачасем! Паян пирĕн урока хăнасем килнĕ, вĕсене те сывлăх сунар-ха.

-Ырă кун, пултăр.

2. Фонетика зарядки.

- Эпир паян урокра мĕн çинчен калаçăпăр –ши? Ăна эпир фонетика зарядкинчен пĕлĕпĕр.

Ă, ĕ, ç, ÿ.

Не – не – не – çитрĕ хура кĕркунне

Чĕ – чĕ – чĕ – çутçанталăк улшăнчĕ

Çă – çă – çă – ÿкрĕ сарă çулçă

Сем – сем – сем – вĕçсе кайĕç кайăксем

- Çак сăмахсем çулталăкăн хăш вăхăтне сăнласа параççĕ?

- Апла пулсан эпир урокра мĕн çинчен калаçăпăр?

3. Урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

- эпир паян  кĕркунне çинчен калаçăпăр.

- Ачасем, паян пирĕн традицие кĕмен урок конкурс пулать. Кашни тĕрĕс хуравшăн, çулçă илетĕр. Нумайрах çăлçă пухаканнисен –урок вĕçĕнче тивĕçлĕ паллă илĕç. Пурне те ăнăçу сунатăп.

4. Конкурсем ирттересси.

1-мĕш конкурс. Йывăç ячĕсене вырăсларан чăвашла куçарсакĕркунне сăмаха тупмалла. 

Ç

 ă

 к

 а

В

 ĕ

 р

 е

 н

 е

Х

 у

 р

 ă

 н

Ш

 ĕ

 ш

 к

 ĕ

у

 л

 м

 у

 ç

 ç

 и

Ю

 м

 а

 н

П

 а

 л

 а

 н

П

 и

 л

 е

 ш

1. Липа

2. Клён

3. Берёза

4. Орешник

5. Яблоня

6. Дуб

7. Калина

8. Рябина

- Ачасем, кроссвордра мĕнле сăмах пытаннă?  Тĕрĕс.

Паянхи урок теми - «Кĕркунне çитрĕ». 

Урокра эпир кĕркунне паллисене, кайăксемпе йывăçсен ячĕсене çирĕплетсе хăварăпăр.

2- мĕш конкурс. Сăмахсенчен тĕрĕс предложенисем тăвăр.

- Ачасем, сире валли тепĕр ĕç. Çак сăмахсенчен предложенисем тумалла.

1. Кĕркунне, хура, çитрĕ.

2. Çумăр, çăвать, час-часах.

3. Йывăçсен, тăкăнаççĕ, çулçисем.

5. Каяççĕ, кайăксем, вĕçсе.

- Маттур, ачасем. Ку ĕçе эпир тĕрĕс пурнăçларăмăр.

3- мĕш конкурс. Хăшĕ ытлашши?

- Панă сăмахсен йĕркинче кирлĕ мар сăмаха тупăр.

1. Кишĕр, сухан, çĕр улми, пан улми.

2. Хăяр, помидор, чие, çарăк.

3. Редис, кăмпа, кавăн, ыхра.

Кану саманчĕ.

Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ, вĕçеççĕ…

Уй кураççĕ те лараççĕ.

Кăштах ларсан тăраççĕ те

Татах вĕçеççĕ, вĕçеççĕ.

4 – мĕш конкурс. «Кĕрхи çанталăка сăнласси»

- Сюжетлă ÿкерчĕксене усă курса кĕрхи çанталăка сăнласа парăр.

- Кĕркунне çулçăсем сарă тĕслĕ.

- Çулçăсем тăкăнаççĕ.

- Час-часах çумăр çăвать.

- Хĕвел пăхать.

- Кайăксем ăшă енне вĕçсе каяççĕ.

- Çынсем ăшă тăхăнаççĕ.

5 – мĕш конкурс. «Кĕркунне» темăпа çыхăннă предложенисем тупмалла.

1. Ачасем тăвайккинчен ярăнаççĕ.

2. Çанталăк сивĕтет.

3. Кайăксем вĕçсе килчĕç.

4.Çынсем пахча çимĕç пуçтараççĕ.

5. Вăрманта кăмпасем ÿсеççĕ.

6.Уйра чечексем ÿсеççĕ

6 – мĕш конкурс. 

Кластер тăвасси.

КĚРКУННЕ

Хĕвел пăхать.

Çумăр çăвать

Çулçăсем тăкăнаççĕ.

Кайăксем ăшă енне вĕçсе каяççĕ.

Пахча çимĕç пуçтараççĕ

Çынсем ăшă тумланаççĕ

«Йăнăшсене тупăр» конкурс 

Ачасем, сирĕн умра карточкăсем. Килти ĕçе пурнăçланă чух ачасем предложенисенче йăнăшсем тунă. Пирĕн вĕсене тупса тÿрлетмелле.

Йăнăшсене тÿрлетěр.

1. Кĕркунне ачасем лопатăпа ĕçлеççĕ.

2. Осенью хĕвел сахал пăхать.

3. Ачасем резиновый сапоги тăхăнаççĕ.

4. Манăн чи юратнă праздник – сентябрĕн 1-мĕшĕ.

5. Кайăксем юга вĕçсе каяççĕ.

6. Йĕри-тавра грязь анчах.

7. Йывăçсем çинче çулçăсем пожелтели.

8. Кĕркунне часто çумăр çăвать.

Слайдпа тĕрĕслесси

1. Кĕркунне ачасем кĕреçепе ĕçлеççĕ.

2. Кĕркунне хĕвел сахал пăхать.

3. Ачасем резина атă тăхăнаççĕ.

4. Манăн чи юратнă уяв – сентябрĕн 1-мĕшĕ.

5. Кайăксем кăнтăра вĕçсе каяççĕ.

6. Йĕри-тавра пылчăк анчах.

7. Йывăçсем çинче çулçăсем саралчĕç.

8. Кĕркунне час-часах çумăр çăвать.

5. Урока пĕтĕмлетни.

- Ачасем, эпир урокра мĕнле вăхăт çинчен калаçрăмăр. Сире кĕркунне килĕшет-и? Мĕншĕн килĕшет? 

Кĕркунне – чи илемлĕ вăхăтсенчен пĕри. Йывăç çулçисем тĕрлĕ тĕслĕ: сарă, хĕрлĕ, симĕс, хăмăр. Вĕсем пирĕн тавралăха илем кÿреççĕ. Çак илеме эпир мĕнле упрама пултаратпăр? 

- Халĕ эпир те сирĕнпе кĕрхи йывăç лартса хăварăпăр. Урок тăршшĕпе эсир çулçăсем пуçтарса пытăр. Кам чи нумай çулçă пуçтарчĕ.

- Çулçăсене çак йывăç çине çыпăçтарса хурăр.

- Паян урокра мĕн çинчен калаçрăмăр?

- Сире урок килĕшрĕ-и? Килĕшрĕ пулсан хĕвел çине пайăркисене çыпăçтарăр.

- Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп. Сывă пулăр!


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка: предполагаемый план проведения урока - При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока. Презентация отражает создание условий для учебных действий на уроке.

При подготовке к уроку использовать как вспомпгательный ориентир для каждого этапа урока.  Презентация отражает  создание условий для учебных действий на уроке....

Конспект открытого урока по технологии в 6 классе. Тема урока: Игровые технологии на уроках обслуживающего труда. Одежда и требование к ней. Снятие мерок для построения чертежа юбки. (Презентация к уроку)

Разработка урока с презентацией помогает учителю более доступно и понятно познакомить учащихся с историей юбки. На уроке используются игровые технологии, что помогают учащимся лучше усвоить материал у...

Урок изобразительного искусства в 5-ом классе.Тема урока: « Деревья как люди». Вид работы: рисование по представлению Тип урока: комбинированный, урок – сказка

Тема урока: « Деревья как люди».Вид работы:  рисование по представлениюТип урока:  комбинированный, урок – сказка Цель урока:ü Средствами   изобразительного языка   ...

Класс 9 Урок №24. Тема урока: Системы счисления. Перевод чисел Тип урока; Урок «построения » системы знания.

Урок для учащихся 9 класса по теме "Системы счисления. Перевод чисел". Урок в разделе программы по счету третий. Цель:Образовательная: систематизация и расширение знаний обучающихся о операциях п...